Хăйне асла хур - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Хăйне (хăй) асла [мăнна, пысăка] хур ставить себя высоко, быть высокомерным, быть высокого мнения о себе, мечтать, мнить о себе высоко [много]; син.: пуçа каçăрт, пуçа çӳле хур.
Малтан хăйне асла хуракан кайран кĕçĕн пулнă, Ваттисен сăмахĕсем. — Асту, Хриссан, хăвна ытла мăнна хуратăн. А. Артемьев. Аркадий вара, мĕн ачаран хăйне хăй мăнна хума хăнăхнăскер, юратура та ыттисенчен уйрăлса тăрасшăн пулнă. Э. Волошина. — Хăвна ху пысăка хуратăн эс, Нина, — пăлханса каларĕ Ванькка. К. Петров. Тен, хурать [Петĕр] хăйне халь Пит асла. П. Хусанкай. Аслă хĕр нихăçан та курнăçланмасть, хăйне хăй пысăка хумасть. Э. Волоишна. Хăйне ытлашши мăнна хума хăнăхнă Мюллерăн аякран пулăшу ыйтас килменччĕ. М. Кипек.