Хура-шур кур - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Хура-шур [хурапа шурра] кур [тӳс] видать [видывать] виды, побывать в переделках.
Тихон Степанович — хăй ĕмĕрĕнче нумай хура-шур курнă çын. Г. Ефремов. Хăйĕн аллă çул ĕмĕрĕнче вăл чылай хура-шур тӳссе курнă. М. Белов. Тупа тăвакансенчен хăшпĕрисем, çивĕчрех ăслисем, пурнăçра хурапа шурра ытларах курнисем... çакна туймасăр тăма пултараймарĕç. К. Турхан. Ман çул юлташĕ — Арсен Михайлович Аленецев иккен... Сăмси икĕ енĕпе çулĕсене кура мар хура-шур тӳснĕ йĕрсем выртнă. Ю. Скворцов.