Чĕлхе кĕçĕтет, чĕлхесем кĕçĕтеççĕ - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чĕлхе кĕçĕтет, чĕлхесем кĕçĕтеççĕ
Чĕлхе кĕçĕтет, чĕлхесем кĕçĕтеççĕ язык чешется у кого.
Эсĕ лайăх çын, тăрăхласан та çилленместĕн. Çав чĕлхӳ кĕçĕтни çеç хуплать сана. Хв. Уяр. Председатель пуçĕнче шухăшсем пăтранчĕç. Пĕлет вăл: пурне те Пакур мучи каласа кăтартнă. Çавăн чĕлхи яланах кĕçĕтсе тăрать. В. Алентей. Кĕçтукпа Санюкăн та чĕлхисем кĕçĕтсе тăраççĕ. В. Краснов-Асли.