Чĕлхе уçăлать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чĕлхе уçăлать (уçăлчĕ) [салтăнать (салтăнчĕ)] 1. язык развязывается (развязался) у кого; 2. чĕлхе уçăлать (уçăлчĕ) начин ает (начал) говорить кто; 3. чĕлхе уçăлать язык развив ается у кого.
1. — Шерпет сыптарсан, чĕлхи уçăлнă пулĕччĕ тетĕп-çке, — ăшталанать Сăпани. В. Ухли. Ача пекех çурхи шыв-шур, Чĕлхи часах ун уçăлмасть. А. Воровьев. Виççĕмĕш черкке хыççăн Ванькка Козловăн чĕлхи салтăнчĕ. Л. Емельянов. 2. Пурăннă Вага [арçын ача]. Хăлхи илтмен, чĕлхи уçăлман. С. Аслан. Вăй илнĕ чăвашăн чĕлхе уçăлать, Хăюллăн пырать вăл ялав патнелле. С. Элкер. 3. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать. Ваттисен сăмахĕсем.