Чĕрене тиврет - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чĕрене тиврет затрагавать [задевать, забирать] / затронуть [задеть, забрать] за живое.
Суранланнă çын асаплăн йынăшса илсессĕнех — тивертет, çĕçĕпе каснăн, Наталийĕн чĕрине. П. Хусанкай. Анне сисет: Иливанов çаплах тăрăхласа калаçать-ха, анчах питĕ çепĕççĕн, чĕрене тивертмесĕр. А. Ĕçхĕл. Ку большевик çав сăмахсене вут çинче тытса хĕртет пуль — чĕрисене тивертет, çулăм ялкăштарать. В. Паймен.