Чун уçăлать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чун [чун-чĕре] уçăлать (уçăлчĕ) на душе становится (стало) легко у кого.
[Пĕрремĕш хĕр:] Çав Çеруш калаçсан, чун уçăлсах каять. Н. Терентьев. Сирĕн пата килсенех чун уçăлса каять вара манăн. К. Турхан. Юрăçа итленĕçем карчăк сăнĕ çуталать, чун-чĕри те уçăлать. А. Артемьев. Унтан [Марье] йăл кулчĕ те: — Халĕ чун уçăлчĕ ĕнтĕ, — терĕ. А. Ĕçхĕл.