Шанчăк пар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Шанчăк [шанăç] пар [кӳр] вселять / вселить надежду, уверенность в кого; подавать надежды.
Шел пулин те, пысăк шанчăк паракан çамрăксем те час-час хăйсен пултарулăхне кирлĕ пек уçса параймаççĕ. А. Игнатьев. Эпир мĕнпур çĕршывсенчи миллионшар та миллионшар районсене хăйсен вăйне ĕненсе тăма шанăç патăмăр тата хавхалантартăмăр. И. Риманов. Çавă юрă вут хĕлхем пек Шанчăк кӳрĕ чĕрене. И. Тукташ.