Шăпи тулчĕ - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Шăпи [шалçи] тулчĕ (тулнă) получил сполна, по заслугам.
Пурнăçа вилĕм нихçан хуплаймасть, Тулĕ шăпу сан, тăшман! Эх, юррăм, янăра. — Часах нимĕçсен шăпи тулĕ, эпир çĕнтерĕпĕр, вăрçă пĕтĕ. П. Осипов. — Хураçкин! Унăн шăпи тулнине курасчĕ! — тарăхрĕ Федя. В. Краснов-Асли. Халăх кĕтни çитсех пырать, Гитлер шалçи тулсах пырать! И. Тукташ. Анчах ăнмасса, тулнă Итренĕн шалçи; Ăна хусахсем тытнă çулăхса. С. Элкер. Шалçийĕ тулнах иккен панăн: Ана парăмсем вырăнне Ялйышĕ хăлха чикки панă. А. Алка.