Ывăллăха ил - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ывăллăха ил [кĕрт] усыновлять / усыновить кого.
Пире ывăллăха илĕр, хăвăр Куçукăр вырăнне. Уйăп М. Советра пĕри Курти мучие кулсах каланă: — Пурăнатăн, ватсупнă, пĕччен. Ил ывăллăха пĕр-пĕр йĕкĕте.., авă кăвак куçли сан çинелле питĕ ăшшăн пăхать. В. Паймен. Йăкăнат каллех лавкка уçнă, ик-виç çултан çĕре тара илчĕ, пĕр тăлăх ачана ывăллăха кĕртем пек туса, тарçă тытрĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни.