Юмах яр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Юмах яр 1. рассказывать / рассказать сказку (сказки), сказывать сказки; 2. беседовать, разговаривать.
1. — Илле мучи, пуху пуçланиччен пĕр-пĕр юмах ярса пар-ха, — терĕç çынсем. Г. Харлампьев. Асатте ман пит ăстаччĕ, Яланах юмах яратчĕ. Г. Ефимов. Пин кайăк, пин йăва, Янрать варта çава, Шуралесем çинчен юмах ярать вăрман. А. Афанасьев. 2. Пирĕнпе юмах ярса тăма мехакикăн вăхăчĕ те çук. А. Талвир. Ну, юлташсем, çывăрăр! Çитĕ юмах яма. Отбой тахçанах пулнă. В. Бурнаевский.