Юн тăк - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Юн тăк [юхтар] лить [проливать] / пролить кровь за кого-что; кого, чью.
[Сергей:] Пурнăçа лайăхрах, тасарах тăвас килет-çке, анне, юн тăкнă вĕт уншăн. Н. Терентьев. — Çавă ĕнтĕ вăл вăрçă-харçă — юн тăкмасăр пулмасть, — терĕ Чалтун Иванĕ, ассăн сывласа. А. Артемьев. Вĕçсе ыткăнтăмăр харăс Çăхансем çине. Хăтăлаймĕç, Час юхтарĕç Хуп-хура юнне. П. Хусанкай.