аванмарлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., 1. П.п. Аптăрав, кансĕрлĕх, майсăрлăх. Çав каçхине санра темле аванмарлăх, иккĕленӳлĕх сисĕнетчĕ. Çывхарса килекен уйрăлу, ютшăну палличчĕ ку. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 20 с. Калаçу çыхăнмарĕ. Марине аванмарлăхран тухас тесе, «... Кайран мĕн каламаллине калăн», — терĕ. Э.Патмар //ХĂБ, 2002, 2 /, 17 с. — ВЧС, 1971, 396 с. 2.Ç.п. Синкер, инкек, ырăмарлăх. РОНО заведующийĕ телефонпа хăй патне чĕнсе илчĕ. Чĕре аванмарлăха туйрĕ. Х-р, 30.04.1997, 7 с.