автосервис - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Автомобиле тасатма тата юсаса çĕнетме пулăшакан предприяти. «Шупашкар — Чулхула» автоçул çинче... туса лартнă «ТАН» автосервис комплексĕ. ХС, 1999, 23 /, 1 с. «Çĕнĕ вырăс» хăйĕн «Мерседесĕпе» автосервиса пырса кĕрет. ÇХ, 2000, 27 /, 12 с. Автосервисра машинăна... юсамалла та сăрламалла. Х-р, 25.02.2000, 2 с.