авточупу - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Автомобильсем ăмăрту, реклама, пропа-ганда тĕллевĕпе çул çӳреве тухни. «Тĕнсен килĕшĕвĕ — 2000» авточупăва хутшăнакансем Шупашкарта чарăнса тăчĕç... Ăмăр-такансем «Ăнланулăх тата килĕшӳ» девизпа çӳреççĕ. Х-р, 21.11.1996, 1 с. Çĕнĕ марка. Унашкаллисем Раççей тăрăх йĕркеленĕ авточупу вăхăтĕнче Шупашкара кĕрсе тухнăччĕ. ÇХ, 22.05.1998, 2 с. — Егоров, 1936, 28 с.