аграри - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Ял хуçалăхĕ; çĕр ĕçĕ. Чăваш Республикин Аслă Совечĕн ялăн социаллă пурнăçне çĕнетсе лайăхлатас енĕпе тата аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссийĕ. Х-р, 3.10.1992, 1 с. Аграри ыйтăвĕсемпе тата апат-çимĕç енĕпе ĕçлекен комитет. Х-р, 29.02.1996, 2 с. Раççейри çамрăксен аграри пĕрлешĕвĕн председателĕ. ХС, 1999, 25—26 /, 2 с. — Аграри партийĕ (ХС, 1999, 12 /, 3 с.); аграри секторĕ (Х-р, 11.11.1998, 1 с.); аграри комплексĕнчи çитĕнӳсем (ХС, 1999, 23 /, 2 с.); аграри университечĕ (Х-р, 7.08.2003, 3 с.). 2. Ял хуçалăх ĕçченĕсен интересĕсене хӳтĕлекен ятарлă парти (Аграри партийĕ) йышĕнчи çын. Чăваш Ен аграрийĕсем хирĕçлев акцине ирттерессине ырламан. Х-р, 6.10.1998,1 с. (Танл., Чăваш Ен аграри партийĕ те ... митингсемпе забастовкăсем ирттерес шухăша ырламанни çинчен эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с.). Аграрисем канашларĕç [Пуçелĕк]. Х-р, 13.04.2001, 1 с. (Танл., Шупашкарта Чăваш Енри аграри партийĕн конференцийĕ иртрĕ. Х-р, 13.04.2001, 1 с.).