агрегатчик - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., 1. П.п. Агрегат заводĕнче ĕçлекен çын. Специнструментпа технологи хатĕрĕсен завочĕ агрегатчик-сене штампсемпе пресс-формăсем... парса тăрать. К-н, 1977, 6 /, 2 с. Виçеллĕ мар-çке агрегатчиксен продукцийĕ — çӳхерех е хулăнрах, аслăрах е ансăртарах. К-н, 1987, 6 /, 2 с. Ĕçсĕррисен йышне агрегатчиксем те ӳстерчĕç. Х-р, 23.10.1993, 2 с. Агрегат-чиксене — пахалăх сертификачĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 26.05.2001, 1 с. 2.Ç.п. Агрегат завочĕн спорт командинче вылякан çын. Агрегат завочĕпе электроаппаратура завочĕсен командисем кĕрешрĕç... Агрегатчиксем çĕнтерчĕç. Х-р, 11.11.1998, 4 с. Атакăсенчен пĕринче агрегатчиксем вăйă шутне уçма пултарчĕç. Х-р, 8.06.1999, 4 с. Агрегатчиксем çийĕнчех вăйăри пуçарулăха хăйсен аллине илчĕç. Х-р, 23.01.2001, 4 с. Агрегатчиксем ăнăçсăр выляççĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 22.11.2001, 4 с.