агрофирма - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пахча çимĕç, тыр-пул е выльăх-чĕрлĕх ӳстерекен тата тирпейлесе сутма хутшăнакан ял хуçалăх предприятийĕ. Чемпионата ирттерме ... «Ольтикасси» агрофирма пулăшнă. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Вăл Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ агрофирмăра ĕçленĕ. ЧХ, 1999, 28 /, 4 с. «Ольдеевская» агрофирмăра тăватă уйрăм. ХС, 1999, 16 /, 1 с. — агрофирма директорĕ (Х-р, 25.02.1997, 2 с.); агрофирма ĕçĕ-хĕлĕ (Х-р, 31.10.2002, 3 с.); — холдинг евĕрлĕ агрофирмăсем (Х-р, 13.02.2001, 1 с.)