ака уйăхĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п., ч.я. Çулталăкăн тăваттăмĕш уйăхĕ; апрель. Акапа çу уйăхĕсем уявсемпе пуян. Ç-т, 1995, 4—5 /, 30 с. Хаçатăн çитес номерĕ акан 23-мĕшĕнче тухать. УС, 10.04.1998, 1 с. Акан 4-мĕшĕнче тухнă сăмахкаçмăшăн хуравĕсем. Х-р, 11.04.1998, 8 с. Акан пĕрремĕш кунĕнче эп килнĕ тĕнчене... А.Смолин, 1999, 111 с.