акциле - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с, экон. Мула (пурлăха) акцисемпе палăртса патшалăх предприятийĕнчен акционерсен пĕрлĕхĕ (обществи) туса хур; приватизациле (туп.). Предприятисене акциленĕ чухне... Х-р, 13.02.1997, 2 с. Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» УАОна акцилессипе çыхăннă проблемăсем. Х-р, 5.01.2001, 1 с.