альтернативлă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Суйласа илме май паракан; вариантлă. Мехколонна начальникне альтернативлă майпа 5 кан-дидатран суйланă. П-н, 1990, 2 /, 3 с. «Суйлав альтернативлă мар», «интереслĕ мар», суйлав пĕтĕмлетĕвĕ «малтанах паллă» тесе çирĕплетни... Х-р, 2.02.2000, 2 с. Чӳк уйăхĕ вĕçнелле (1990 ç.) альтернативлă майпа декан суйлавне ирттертĕмĕр. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с. Альтернативлă вакунсен шучĕ Шупашкар—Мускав пуйăсра иккĕ çеç, билет [унта] икĕ хут йӳнĕрех. Х-р, 24.05.2001, 1 с. — альтернативлă чек (Ç-т, 1992, 6 /, 24 с.). 2. Çирĕпленнинчен (хăнăхнинчен) урăхла; официаллипе пĕр килмен. Çĕнйĕркелӳ пуçланиччен альтернативлă фольклора пичетлеме ирĕк пулман. Х-р, 4.08.1993, 4 с. «Альтернативлă хĕсмет çинчен» саккун кирли куç кĕрет. ÇХ, 1999, 11 /, 2 с. Экономикăна альтернативлă, халăха майлă аталантарса пырсан... Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. — альтернативлă платформа (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); альтернативлă çырăнтару (Т-ш, 15.10.1992); альтернативлă шкул (Х-р, 4.03.1993, 1 с.); альтернативлă çар служби (Х-р, 13.02.1997, 2 с.), альтернативлă общество организацийĕсем (Х-р, 15.08.2000, 1 с.); альтернативлă меслет (ТА, 2002, 5 /, 3 с.).