аппаратçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕр-пĕр тытăмлăх (учреждени) ĕçне йĕркелекенсенчен пĕри; аппаратчик. Аппаратçă-пуçлăхсемпе усăсăр кĕрмешсе мĕн чухлĕ вăхăт сая яни, сывлăха пĕтерни кунта каламасăрах паллă пуль. Хв.Уяр //Я-в, 1991, 11 /, 28 с. Те Стародубцев аграри, те Селезнев аппаратçă, те Купцов сăрă кардинал ... хыççăн каймалла. Х-р, 18.03.2000, 2 с.