ар - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Арлăх, секс (туп.). Пĕлетĕр вĕт-ха çăмăлттай каччăсем хĕрсемпе ар çыхăнăвне кĕриччен çеç çӳреççĕ. Т-ш, 16.10.1991, 8 с. Çамрăксен 60 проценчĕ шкул çулĕнчех ... ар хутшă-нăвĕсене кĕрет. ЧХ, 1998, 4 /. 7 с. Геройсен вилĕмне çавăн пекех ... ар кĕвĕçĕвĕ те, ăс-пуçа çухаттаракан ар туйăмĕсем те çывхартаççĕ. В.Абрамов, 1998, 3 с. Шкул ачисене ар воспитанийĕ парасси. Ч-х, 1999, 14 /, 1 с. — ар вăйĕ, ар хатĕрĕ, ар хăвачĕ (ÇХ, 1997, 28 /, 6 с.); ар гормонĕсем, ар киленĕвĕ, ар аталанăвĕ, ар пурнăçĕ, ар туртăмĕ (С-х, 2000, 40 /, 4 с.).