аш арманĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. П.п. Аш-какай е пахча çимĕç вĕтетмелли, фарш тумалли хатĕр. Анчах «кайф» тапхăрĕ иртсен вара шăм-шака хуçать, аш арманĕ витĕр тухнăн туйăнать. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла. Т-ш, 2001, 36 /, 12 с. Гайморитран сипленме хура йӳç кăшман лайăх пулăшать. Ăна аш арманĕпе вĕтетмелле. С-х, 2001, 11 /, 2 с. — ВЧС, 1971, 357 с. 2. Ç.п. Тĕлсĕр вăрçă-харçă; юнлă çапăçусем. 1995 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Чечняна лекрĕм — «аш арманне». Ар, 2000, 10 /, 3 с. Çар операцийĕ мар, чăн-чăн аш арманĕ тейĕн... Чăваш ен йĕкĕчĕ çав армантан тухайман. Ар, 2002, 40 /, 1 с.