арпашулăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Йĕркесĕрлĕх, пăтрашу, юхăну. Килĕшӳлĕх арпашулăхпа ылмашать. В.Энтип //ТА, 1988, 10 /, 57 с. Арпашулăхпа пăтравлăх пархатар кӳмест пачах. Ю.Вирьял //Х-р, 1.10.1992, 1 с. Вăйăра та — ăнланма йывăр пушăлăх, арпашулăх. В.Эктел, 1996, 36 с. Кулленхи йывăрлăхпа арпашулăхра çынлăха çухатас марччĕ. Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.