арçурилĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Иеленни; иртĕхӳ, алхасу, чарусăрлăх. Арçурилĕх чирĕ ... халăха хирĕçле тунă сăтăрла ĕçе пула амаланать. Ю.Яковлев //ÇХ, 1997, 41 /, 4 с. Ӳнерти арçурилĕх пирки [Пуçелĕк]. ÇХ, 1997, 44 /. Хумма Çеменĕ «коммунистсенче» те арçурилĕх палăртать. ÇХ, 1999, 1 /, 9 с. Хаярлăх, усаллăх, хĕрхенӳсĕрлĕх, арçурилĕх кĕнĕ «сценăсем» Ухсайăн яланах хăватлă. Х-р, 5.04.2002, 6 с.