арçынлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. Арçын тивĕçлĕхĕ, пахалăхĕ; арçыннăн хăй евĕрлĕхĕ (тыткаларăшĕ, хăтланăшĕ т.ыт.те). Курччăр ял çыннисем Пăлаки мана епле нушалантарнине, арçынлăхран кăларса пăрахнине. Л.Таллеров, 1977, 39 с. Ача чĕринче каччă чунĕ вăраннă, арçынлăх йăва çавăрайман. Г.Ефимов, 1984, 210 с. Унăн сăнĕнче темле чăрсăрлăх..., арçынлăх сисĕнсе тăрать. В.Эктел, 1996, 39 с. Темле ыттисенче çук арçынлăх пурри палăратчĕ унра. Темле вăй туртатчĕ мана ун еннелле. ÇХ, 1998, 45 /, 11 с. — арçынлăха çухат (Д.Гордеев, 1986, 87 с.); арçынлăх символĕ (А-и, 1991, 24 /, 7 с.); арçынлăх туйăмĕ (ÇХ, 1998, 49 /, 10 с.); арçынлăх палли (Х-р, 5.06.2002, 4 с.). 2. Ар пултарулăхĕ, ар хевти. Лаша вити çумĕнчи ăнăçсăр каç хыççăн тепринче эсĕ клуба пымарăн. Арçынлăхна кăтартса парайманшăн вăтантăн-ши. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 9 с. Авланасси пуçра та çук. Сывлăха, арçынлăха упрас тесе çеç хĕрарăмсемпе çӳретĕп, çывăратăп. ÇХ, 2000, 14 /, 8 с.