асаплану - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Хĕн курни, асап тӳсни, тертленӳ; нушаланни. Асапланать вăл халь, çав асаплануран тухма çул шырать. А.Емельянов, 1971, 94 с. Каллех асаплану, шырав, куç хупмасăр çĕр каçнă каçсем. Ю.Силэм //Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Чи хăрушши — асаплану [психикăна] ĕмĕрлĕхех хуçса хăварма пултарать. Т-ш, 2000, 34 /, 12 с. Чăн-чăн асаплану, чĕр тамăк — çапла хаклаççĕ мигрене чирлĕ çынсем. С-х, 2000, 36 /, 3 с.