асапçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Асаплантаракан, хĕн кăтартакан, хур тăвакан çын. [Çав] сутăнчăксене, асапçăсене никам умĕнче те явап тыттарман. Н.Исмуков, 1990, 50 с. Палланă хушамат — Шитов, асапçă, Миттана «урнă йытă пек туллаканни». Я-в, 1991, 5 /, 8 с. 2. Асап тӳснĕ, хĕн курнă çын. Ăна [чиркĕве] студентсене хута кĕрекен асапçă Татьянăна халалланă. Х-р, 30.05.2001, 1 с.