асилӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Асаилӳ; иртнине шухăшпа тавăрни. Кинемейсем, ...асилӳпе паян куççуль ан тăкăр. А.Лукин, 1979, 25 с. Ăна йывăр асилӳсем асаплантарнине чи малтан Петя асăрхарĕ. Д.Гордеев, 1985, 105 с. Уçсамăр асилӳ кĕнекине! Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Асилӳ катине шухăшсем вĕçсе кайрĕç. ÇХ, 1998, 42 /, 76 с. Асилӳ çăкĕсем — Шупашкар çăкисем. А.Смолин, 1999, 77 с.