аталанусăрлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Аталанма пултарайманни, ӳсĕнме пăрахни; ӳсĕмсĕрлĕх (туп.). Хăш-пĕр регионăн географи хăйне евĕрлĕхĕ тата экономикăри аталанусăрлăхĕ ... хушма мерăсем йышăнма ыйтаççĕ. Х-р, 3.09.1996, 2 с. — аталанусăрлăх тапхăрĕ «аталанусăр тапхăр» (КЯ, 1.02.1989; 15.09.1989).