аудиоплейер - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
, ç.с. Хăлхалăхлă (наушниклă) пĕчĕкçĕ магнитофон. Пĕрремĕш вырăншăн — компьютер, иккĕмĕшĕшĕн — телевизор, виççĕмĕшĕшĕн — видеомагнитофон, 4—10-мĕш вырăнсем йышăннисене — аудиоплейерсем. Т-ш, 1999, 12 /, 1 с. Паянхи çынсене «микро» хушăмлă тĕлĕнтермĕшсем илĕртеççĕ, чи çăмăл видеокамера, чи пĕчĕк аудиоплейер... ÇХ, 1999, 49 /, 5 с. Пĕри аудиоплейер, тепри ... сехет выляса илнĕ. Ар, 2002, 40 /, 1 с.