аудитор - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., экон., фин. Предприятин, компанин фи-нанспа хуçалăх ĕçне, отчечĕсене пырса тĕрĕслекен (аудит-тĕрĕс-лев, ревизи ирттерекен) тата ĕçлĕ сĕнӳ-канаш паракан ăстаçă. Панкрут предприятисемпе учрежденисенчи финанспа укçа-тенкĕ çаврăнăшне никама пăхăнман тĕрĕслев ирттернине аудит теççĕ, çав тĕрĕслеве туса ирттерекене аудитор ятпа хисеплеççĕ. Х-р, 26.03.1996, 2 с. Татьяна ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, пулас бухгалтер-аудитор. К-ш, 1997, 39 /, 2 с.