аутогенлă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
аутогенлă тренировка е аутогенлă тренинг, ç.я., психол. Психотерапи мелĕ, çын пĕтĕм шăм-шакне лĕнчĕр ярса хăйне ӳкĕте кĕртме пултарни — вăй-хавалне, кăмăл-туйăмне кирлĕ пек улăштарни. Аутогенлă тренировка пулăшнипе ... хăвăр кăмăллакан хитре вырăнсене куç умне кăларса тăратăр. С-х, 1999, 19 /, 2 с. Ыйхă вĕçнинчен аутогенлă тренировка туни те пулăшать. С-х, 2000, 6 /, 1 с. — аутогенлă тренинг (ПВЧКС, 2000, 58 с.).