ахрат - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. П.п. Çĕр тĕпĕ, тĕпсĕр ханкăр, хăямат; тамăк шăтăкĕ. Анчах хаяр сив тинĕс авăрĕ, çилпе çĕкленейсе, пурне те ахрата путарнă. И.Тукташ, 1958, 129 с. Яла пырса кĕнĕ çĕрте ахрат пек тарăн çырма ахăрса выртать. К-н, 1966, 20 /, 5 с. Ăспала инкек çеç курăн, ахратра асăнмĕç. Н.Теветкел,1982,59 с. Вĕсем халăхпа пĕрле тӳпене çĕкленнине те, ахрата ӳкнине те — ӳсĕмпе тăкака — чăтса ирттернĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с. 2. П.п., ятлаç. Хăямат, эсрел, мур илесшĕ, çĕр çăтасшĕ. Кайăр, кайăр, сирĕннисем [упăшкăрсем] те çавăнта, ахрат кафинче! //К-н, 1973, 1 (2) /, 3 с. Пĕлтĕр те, ахрат, вăтăр икĕ кун прогул турĕ. К-н, 1984, 19 /, 7 с. Эрех лĕрккесе лартнă та, ахратсем, пуçтахланма пуçланă. ХС, 1996, 3 /, 2 с.