аэробика - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Кĕвĕ çеммипе тăвакан хăвăрт хусканусен пĕрлĕхĕ; ритмлă гимнастика. Аэробика çинчен илтнĕ-и эсĕ. Эй, питĕ модăра вăл халь. К-н, 1985, 10 /, 8 с. Аэробика — çамрăксен спорчĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 1997, 52 /, 3 с. Пĕрмай пĕшкĕнме, тăма, тăсăлса кармашма тивни аэробика пекех. С-х, 2000, 25 /, 4 с. — аэробикăпа туслаш (К-н, 1995, 23 /, 5 с.); аэробика тренерĕ (Х-р, 11.09.1996, 3 с.); аэробика кружокĕ (ÇХ, 2001, 34 /, 9 с.); — спорт аэробики (Х-р, 20.09.1996, 1 с.); сиплев аэробики (ÇХ, 1997, 52 /, 3 с.); пит аэробики (С-х, 2000, 33 /, 4 с.).