бакс - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Америка укçи, АПШ (туп.) долларĕ. Раççей çыннисенчен нумайăшĕ Португалире, ... Англире тата АПШра укçа тăвать, уйăхсерен 500—600 бакс пухса пырать. ÇХ, 2000, 14 /, 5 с. Америка долларне те «баксы» теççĕ вĕт. Т-ш, 2000, 31 /, 1 с. Хамăн паллакана пластика операцийĕ тума 5 пин бакс патăм. КÇ, 2001, 39 /, 3 с.