бальзам - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Сиплĕ курăксемпе йӳçĕтнĕ техĕмлĕ эрех. Пылак шывсем, сĕт консервĕсем, бальзам кăларасси ӳснĕ. Я-в, 1995, 10 /, 84 с. Çĕрпӳре парнелĕх кăларакан чаплă бальзам. К-н, 1999, 4 /, 7 с. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Чăваш бальзамĕ» кă-ларма пуçлани эрех-сăра рынокне хускатсах янăччĕ. Х-р, 7.10.2000, 2 с. Хăюланас шутпа бальзам сыпрăм. К-н, 2001, 20 /, 3 с. — чăваш бальзамĕ (ХС, 1999, 1 /, 1 с.; ÇХ, 1999, 49 /, 2 с.).