бард - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хăйĕн сăввисене кĕвĕлесе гитарăпа юрлакан ăста. Олег Залогин — чăвашсен пĕрремĕш барчĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 6.05.1996, 1 с. Сĕнтĕрвăрринче республикăри бардсен 3-мĕш фестивалĕ уçăлчĕ. ÇХ, 1997, 30 /, 1 с. Бард юррисене хăшĕ-пĕри хула интеллигенцийĕн фольклорĕ тенĕ ... Шупашкар барчĕсен хăйсен утравĕ пурри çинчен пĕлтĕмĕр. Ч-х, 1999, 14 /, 7 с. Бардсем хавхалануллă çемĕсемпе пухăннисен кăмăлне çĕкленĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. — рок-бард (ÇХ, 1997, 30 /, 7 с.); — бард-юрăç (К-ш, 2001, 40 /, 4 с.).