биоток - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
, п.с. Чĕрĕ организмри — унăн хавалĕпе пĕр килекен, ыттисене витĕм кӳме пултаракан — хăйне евĕрлĕ чӳхенӳ (электромагнит таппи). Пациентсене çамрăк донорсен магнит пленки çине çырса илнĕ биотокĕсене парса çамрăклатма пуçларăмăр. К-н, 1965, 24 /, 4 с. Çыннăн пуç миминчен саланакан биоток ... юлташĕсен, тăванĕсен ăс-тăнне, туйăмне çитни... В.Тимаков, 1984, 52 с. Çын шутлани теприне биотоксемпе куçать-ши. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 17 с. Манăн биотоксем куракан патне çитеççĕ. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Йывăçсем те çынна сиплĕхлĕ биотоксемпе витĕм кӳреççĕ. С-х, 1999, 1 /, 2 с. — биоток яр (В.Эктел, 1996, 82 с.); биоток ритмĕ (С-х, 2000, 9 /, 4 с.); биоток хĕлхемĕсем (С.Асамат //ÇХ, 2000, 12 /, 11 с.).