вампир - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., парапсихол. Ыттисен вăй-хăватне, пурнăç хавалне «ĕмсе» (туртса) сиенлĕ витĕм кӳрекен этем; биоэнерги (туп.) харамçи. Тепĕр партнер вампир пулать, пулăшса пырас вырăнне санăн вăя йăлт туртса илет. ÇХ, 1999, 2 /, 12 с. Мĕн чухлĕ хытăрах тарăхатăр, вампир сирĕн энергие çавăн чухлĕ хăвăртрах та нумайрах илет. С-х, 2000, 37 /, 2 с. Ман шутпа, санăн упăшку — вампир. Вампир пĕтĕм пурнăçа аркатать. Ар, 2001, 15 /, 3 с. — хĕрарăм вампир (Х-р, 7.06.2000, 3 с.); энергетика вампирĕ (С-х, 2000, 37 /, 2 с.); — вампир-кӳршĕ, вампир-мăшăр, вампир-пуçлăх, вампир донорĕ (С-х, 2000, 37 /, 2 с.).