ваххабизм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Суннитсен исламĕн Мухаммед ибн Абд аль-Ваххаб (ХVIII ĕмĕр) вĕрентĕвне тĕпе хуракан, ислам тасалăхĕпе джихад идейине (ĕненӳшĕн пыракан кĕрешĕве) сума сăвакан тĕнпе политика юхăмĕ. Взрывсем кĕрленинче вахха-бизма — ислам фундаментализмĕн пĕр енне — тытса пыракансем айăплă. Х-р, 8.10.1999, 2 с. Раççейре ваххабизм сарăлас хăрушлăх палăрмаллах ӳсет. Х-р, 4.11.1999, 1 с.