вертебрологи - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Çурăм шăмми чирĕсене сиплемелли ăслай (медицина пайĕ). Шкул тăкăрлăкĕнчи 8 «А» çуртра вырнаçнă вертебрологи центрĕнче те çакнашкал йышши сиплев курсĕ ирттерме пулать. ÇХ, 1998, 37 /, 9 с. Республикăн вертебрологи центрĕн врачĕ В.Чернов. С-х, 1999, 19 /, 3 с.