вĕрентĕш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Професси ăсталăхне вĕрентекен ятарлă шкул; училище. Професси вĕрентĕшĕ вырнаçнă çуртра ... Аида йăмăкăм çĕвĕçе вĕреннĕ. А.Т.-Ыхра, 2000, 40 с. Çĕнĕ вĕренӳ çулне вăл [Я.Ухсай] Чĕмпĕрти педагогика вĕрентĕшĕнче пуçланă. В.Станьял, 2001, 22 с.