видео - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Электричество сигналĕсене экран çине куçарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел. Хăвăрах шутлăр-ха, нивушлĕ видео юхăмне чарса çитереттĕмĕр. КЯ, 27.10.1990, 2 с. Пысăк тавракурăмлă вăл [хальхи ача]. Тĕрлĕ видео тата ытти техникăна пула хăвăрт аталанать. Х-р, 27.03.1997, 4 с. Кунта радио, телевидени, видео, Интернет системи т.ыт. те витĕм кӳреççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. 2. Видеокамера (туп.). Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ӳкерсе илнĕ. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Ывăл эпир стройпа пынине видеопа ӳкерсе илнĕ те, пăхасшăн-ха. Х-р, 12.05.2000, 1 с. 3. Видеопленка (туп.). И.Ульянов çул çӳреври пур утăма та видео çине ӳкернĕ. ÇХ, 29.05.1998, 2 с. Эпĕ ку юрра ... видео çине пĕрремĕш хут 1993 çулхине çыртарнă. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Хĕрарăмсем çак фильма видео çине çыртараççĕ те ... темиçе хут çавăрттараççĕ. Х-р, 12.07.2002, 3 с. 4. Видеофильм (туп.). Пушă вăхăтра видео курассине [йĕрке-леме] ... кирлĕ хатĕрсене штаб парса ячĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Юлташĕ видео курма пырса ларать. ÇХ, 10.04.1998, 5 с. Халь кашни килте видео пăхаççĕ. Х-р, 6.07.1999, 1 с. Видео, «Брил-лиантовый полицейский», «Конец света». ÇХ, 2000, 11 /, 12 с.