видеомагнитофон - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Ӳкерчĕк тăвакан электриче-ство сигналĕсене (сасси-мĕнĕпех) палăртнă вăхăтра телевизортан çырса илме пултаракан тата видеофильм (туп.) пăхма май паракан хатĕр. Чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче телевизор тата ... видеомагнитофон вырнаçтармалла. КЯ, 13.01.1989, 4 с. Килте видеомагнитофонпа порнографи курса минренĕ çамрăксем урама хĕрсем шырама тухаççĕ. Х-р, 16. 07.1997, 2 с. Пирĕн машин та, гараж та, видеокамера та, видеомагнитофон та çук. ЧЧ, 1998, 6 кл., 162 с. — видеомагнитофон сут (ÇХ, 2000, 6 /, 4 с.); видеомагнитофон парнеле (ÇХ, 2000, 38 /, 12 с.); видеомагнитофон туянса пар (Х-р, 22.11.2001, 4 с.).