видик - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Видеомагнитофон (туп.). Вĕсен [хальхи çамрăксен] идеалĕ эпир ӳссе çитĕннĕ чухнехи ... мар, видик та те-лек кăна. В.Эктел, 1996, 110 с. «Пирĕн магнитофон, пирĕн», — савăнса пĕлтернĕ вĕсем, чутах сутса яман «видика» курсан. ÇХ, 2000, 6 /, 4 с. Çак «видика» манăн ывăлтан ... çулталăк пуçламăшĕнчех туртса илнĕччĕ. ÇХ, 2000, 14 /, 4 с. Ашшĕ-амăшне вара видике е плейере тусĕсенчен вăхăтлăха усă курма илтĕмĕр тесе улталанă. ÇХ, 2001, 33 /, 8 с. — чаплă видик (ÇХ, 2001, 39 /, 12 с.).