вулавăш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Кĕнеке е хаçат-журнал вулама илмелли ятарлă вырăн; библиотека. Вулавăша (библиотекăна) кулленех çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 3 с. Кузбасра 3 чăваш вулавăшĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 11.03.1997, 2 с. Килти вулавăшра та чăваш литератури нумай. К-ш, 23.06.2000. Кашни класра вулавăшсем йĕркелеме... ирĕк ыйтнă. Х-р, 4.10.2000, 3 с. — пуян вулавăш (ЧС, 1993, 10 кл., 253 с.); шкул вулавăшĕ (Т-ш, 1996, 1 /);наци вулавăшĕ (Х-р, 20.03.1997, 4 с.); тĕп вулавăш (Х-р, 27.12.2001, 1 с.); — вулавăш фончĕ (Х-р, 12.04.2001, 1 с.); вулавăшăн лекци залĕ (Х-р, 17.10.2001, 1 с.); вулавăш çурчĕ (Х-р, 19.02.2002, 3 с.).