геральдика - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Гербсене ăсталани, ăнлантарни тата тĕпчени; истори ăслăлăхĕн гербсене тишкерекен пайĕ. Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин гербĕн эскизне туса хатĕрлерĕм. Х-р, 3.10.1992, 3 с. Ман тĕпчевĕн тĕллевĕ — Элли Юрьев худож-никăн геральдикăри ăсталăхне пăхса тухасси. ХШ, 1998, 3 /, 65 с. Икĕ пуçлă ăмăрткайăк мĕне пĕлтерни пирки геральдикăпа ин-тересленекенсем паян кунчченех тавлашаççĕ. ХС, 2001, 35 /, 2 с.