гороскоп - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., астрол. Çăлтăрсемпе планетăсен тӳпери майлашăвне кăтартакан, çынсен шăпине тата пулăмсен малашлăхне пĕлме пулăшакан ӳкерчĕк; астрологи таблици. Зюганов юлташ хăйне гороскоп мĕн суннине яланах пĕлсе тăрать. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Гороскоп пĕр-пĕрне ăнланма пулăшĕ. Т-ш, 1999, 9 /, 12 с. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăм астролог патне пулас пепке гороскопне тутарма пынă. ÇХ, 2000, 27 /, 11 с. Ун чухне гороскопсем модăра та марччĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 2 с. — эрнелĕх гороскоп (КЯ, 11.06.1991, 4 с.); Непал гороскопĕ (Т-ш, 27.02.1991, 7 с.); друидсен гороскопĕ (Я-в, 1991, 9 /, 28 с.).