гэкачепист - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче (19—21.VIII.) Совет Союзĕнчи влаçа хăйсен аллине илме хăтланнă çынсенчен пĕри; Вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн (ГКЧП) членĕ. 125 тома [следстви материалне] гекачэпистсене паллашма патăмăр. Х-р, 17.09.1992, 3 с. ГКЧПистсене илсен, Павловсăр пуçне, пурте — диктаторсем. Х-р, 4.03.1993, 4 с. Гэкачепистсем 11 хаçата хупасси çинчен йышăну тунăччĕ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Вăл ... Лефортовăна хупнă гэкачепистсене [сăн] ӳкерме ирĕк панă. ÇХ, 1998, 46 /, 8 с. — танл., путчист.